Октябрь

Октябрь

Урамра кĕрхи кун илемĕ,
Йĕри-тавра ылтӑн вернисаж.
Пултаруллă ÿнерçĕ — юпа уйăхĕ,
Ăсталать çулçăран декупаж..

Ӳкерсе çÿрет кĕрхи юлташ,
Куҫӗпе шырать фотографа.
Кӑмӑлĕ унăн паян пит йӑваш –
Куратпăр тивĕçлĕ автографа.

Шелсĕр сапалать юпа уйăхĕ
Хӗвел пекех ҫутă ылтӑнне.
Чун-чĕрене илĕртет хитрелĕхĕ,
Тинкерсе пăхатпăр ун ҫине.

Урамра кĕрхи кун асамлăхĕ
Тултарать хӑватпа чӗрене.
Кăштах вĕçкĕнчĕк юпа уйăхĕ
Сисет-çке эп ăна савнине.

0
23:59
265
RSS
Уважаемый автор! На конкурс «Народный поэтический календарь» принимаются произведения на русском языке. Вы можете добавить к вашей работе перевод на русский язык через редактирование. Также просим заполнить ваш профиль так, как это указано в положении о конкурсе: pisateli-za-dobro.com/articles/1398-novyi-konkursnyi-proekt-narodnyi-poeticheskii-kalendar.html